bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 4
Jeremiah 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 5 →
1
Израиль, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, хӑвӑн ирсӗрлӗхне Ман умран сирсе ярсассӑн, эсӗ текех ҫӗтсе ҫӳремӗн.
2
Эсӗ чӑннипе, тӳррипе, тӗрӗссипе: «Турӑ пур!» тесе тупа тусассӑн, халӑхсем Унран пиллӗх илӗҫ, Унпа мухтанӗҫ.
3
Ҫӳлхуҫа Иудӑпа Иерусалим арӗсене ҫапла калать: хӑвӑр валли ҫӗнӗ ана сухалӑр, анчах ҫумкурӑк хушшине ан акӑр.
4
Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла тапса ан тухтӑр, сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр.
5
Иудейӑра пӗлтерӗр, Иерусалимра хыпарлӑр, кала-кала парӑр, пур ҫӗрте те трупа кӑшкӑртӑр, янӑравлӑн, пурте илтмелле чӗнӗр: «эй пуҫтарӑнӑр — тӗреклӗлетнӗ хуласене кайӑпӑр» тейӗр.
6
Ялав ҫакса, Сиона систерӗр те пӗр чарӑнмасӑр чупӑр: Эпӗ ҫурҫӗр енчен инкек тата хӑрушӑ вилӗм илсе килӗп.
7
Арӑслан хӑйӗн чӑтлӑхӗнчен тухать, халӑхсене пӗтерекенӗ килет: вӑл санӑн ҫӗрне пушхир туса хӑварасшӑн хӑйӗн вырӑнӗнчен тухать; санӑн хулусене тустарса пӗтерӗҫ, вӗсем пӗр ҫынсӑр тӑрса юлӗҫ.
8
Ҫавӑнпа хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗ пирӗн тӗлтен иртсе каяс ҫук.
9
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, патша чӗри те, улпут чӗри те тапма чарӑнӗ; священниксем хӑраса ӳкӗҫ, пророксем сехӗрленсе ӳкӗҫ.
10
Эпӗ каларӑм вара: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! Ҫак халӑха тата Иерусалима: «сирӗн тӑнӑҫлӑх пулӗ» тесе илӗртрӗн кӑна-им Эсӗ, ӗнтӗ хӗҫ чун патнех ҫитет-ҫке? терӗм.
11
Ҫавӑн чухне ҫак халӑха тата Иерусалима ҫапла калани пулӗ: Манӑн халӑхӑмӑн хӗрне пушхирти тусем ҫинчен вӗри ҫил пырса ҫапӗ, ҫав ҫилпе тырӑ сӑвӑраймӑн, ӑна хывӑхран тасатаймӑн —
12
ытлах та вӑйлӑ ҫил вӑл! вӑл Ман ирӗкӗмпе ҫитӗ те — Эпӗ вӗсене сут тӑвӑп.
13
Акӑ ҫав ҫил пӗлӗт евӗр ҫӗкленет, унӑн ураписем — ҫавраҫил пек, унӑн учӗсем ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрех; пире хуйхӑ ҫитӗ! вӑл пире тустарса тӑкӗ.
14
Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?
15
Дан енчен сасӑ илтӗнет, Ефрем тӑвӗ енчен вилӗмле хыпар килет:
16
халӑхсене пӗлтерӗр, Иерусалима хыпарлӑр: инҫетри ҫӗршывран эшкерсем килеҫҫӗ, кӑшкӑрашса Иудея хулисене янӑратаҫҫӗ.
17
Хир хуралҫисем пек, Иерусалима вӗсем йӗри-тавра сырса илеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Мана хирӗҫ тӑчӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
18
Хӑвӑн ҫулусемпе хӑвӑн ӗҫӳсем сана ҫакӑнта илсе ҫитерчӗҫ; усаллӑхна пула чӗрӳ асапланать санӑн.
19
Ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, ӑшӑм-чиккӗм! ах, тӳсме ҫук, чӗрем ҫунса тухать, чӗнмесӗр тӑма пултараймастӑп: чунӑм, ӗнтӗ эсӗ трупа сассипе вӑрҫӑ хавхине илтетӗн.
20
Инкек ҫине синкек: пӗтӗм ҫӗршыва ҫаратса тухрӗҫ, манӑн ӳплесем сасартӑк, манӑн чатӑрсем пӗр самантрах пӗтсе ларчӗҫ.
21
Ялава хӑҫанччен курмалла-ши манӑн, трупасен сассине хӑҫанччен итлемелле-ши?
22
Манӑн халӑхӑм ӑссӑр, Мана пӗлмеҫҫӗ; вӗсем — айван ачасем, вӗсем шухӑшсӑр пурӑнаҫҫӗ, усал тума ҫеҫ ӑслӑ, ырӑ тума пӗлмеҫҫӗ.
23
Ҫӗр ҫине пӑхатӑп та — унӑн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те ҫук, ҫӳлелле пӑхатӑп — унта ҫутӑ ҫук.
24
Тусем ҫине пӑхатӑп — акӑ вӗсем чӗтреҫҫӗ, пур сӑрт та силленет.
25
Пӑхатӑп та — акӑ ҫын та ҫук, пур вӗҫен кайӑк та вӗҫсе саланнӑ.
26
Пӑхатӑп та — акӑ тулӑхлӑ ҫӗр пушхир пулса тӑнӑ, унӑн мӗнпур хули арканнӑ, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе, Унӑн ҫиллин хаярлӑхӗпе пулнӑ.
27
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: пӗтӗм ҫӗр пушанса юлӗ, анчах ӑна тӗппипех пӗтерсе тӑкмӑп, тет.
28
Ҫӗр ҫакна пула йӗрсе ярӗ, ҫӳлти пӗлӗтсем тӗксӗмленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ каланӑ, Эпӗ палӑртса хунӑ, ҫакӑншӑн ӳкӗнмӗп те, ҫакна улӑштармӑп та.
29
Юланутҫӑсемпе тӗкӗрҫӗсен шӑв-шавӗнчен мӗнпур хула сехӗрленсе тарса пӗтӗ: ҫынсем чӑтлӑх вӑрмансене тарса кайӗҫ, тусем хушшине пытанӗҫ; хуласем пурте пушанса юлӗҫ, унта пӗр ҫын та пулмӗ.
30
Ӗнтӗ мӗн тӑвӑн-ха эсӗ, хӑрӑнчӑкскерӗ? Селӗм тумланатӑн пулин те, хӑвна ылтӑн ҫипуҫпа эрешлетӗн, куҫна сӑрӑпа сӑрлатӑн пулин те, хӑвна ахалех капӑрлататӑн: еркӗнӳсем сана тиркерӗҫ, вӗсем санӑн чунна шыраҫҫӗ.
31
Эпӗ кӑшкӑрнине илтетӗп: сасси — ҫуратакан арӑмӑн сасси пек, пӗрремӗш хут ҫуратакан йынӑшни пек; Сион хӗрӗ йынӑшать-мӗн, аллине тӑсса йынӑшать: «ах, хуйхӑ ҫитрӗ! ӗнтӗ чуниллисен аллинчен хӑтӑлаймӑп».
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52