bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Jeremiah 36
Jeremiah 36
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 37 →
1
Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ:
2
хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур;
3
тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.
4
Иеремия вара Варуха, Нирия ывӑлне, чӗнсе илнӗ, Иеремия ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа тӑнӑ, Варух ҫав мӗнпур сӑмаха хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ.
5
Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ;
6
ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар;
7
тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
8
Варух, Нирия ывӑлӗ, Иеремия пророк хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене вуласа пама хушнине пӗтӗмпех тунӑ.
9
Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, тӑххӑрмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫа умӗнче Иерусалимри пӗтӗм халӑха тата Иерусалима Иудея хулисенчен килнӗ пӗтӗм халӑха типӗ тытасси ҫинчен пӗлтернӗ.
10
Варух ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Сафан ывӑлӗ Гемария ҫыруҫӑн пӳлӗмӗнче, Турӑ Ҫурчӗн ҫӗнӗ хапхи патӗнче, ҫӳлти картишӗнче, Иеремия сӑмахӗсене пӗтӗм халӑх илтмелле вуласа панӑ.
11
Михей — Сафан ывӑлӗн Гемарийӑн ывӑлӗ — хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пӗтӗмпех илтнӗ,
12
вӑл патша керменне, ҫыруҫӑсен пӳлӗмне, аннӑ, ҫав вӑхӑтра унта аслӑ пуҫлӑхсем ларнӑ: патша ҫыруҫи Елисам, Семаия ывӑлӗ Делаия, Ахбор ывӑлӗ Елнафан, Сафан ывӑлӗ Гемария, Анания ывӑлӗ Седекия тата ытти пуҫлӑхсем те;
13
Михей вара вӗсене Варух хут чӗркемӗ тӑрӑх халӑх илтмелле вуласа панӑ мӗнпур сӑмаха каласа панӑ.
14
Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑхсем Иегудие — Хусия ывӑлӗ Селемия ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлне — Варух патне: «ху халӑх илтмелле вуласа панӑ чӗркеме кунта илсе кил» тесе калама янӑ. Нирия ывӑлӗ Варух хут чӗркемне вӗсем патне илсе пынӑ.
15
Вӗсем ӑна: лар та пире те вуласа пар, тенӗ. Варух вӗсене вуласа панӑ.
16
Ҫав сӑмахсене пӗтӗмпе итлесе пӗтерсессӗн, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине хӑраса пӑхса илнӗ те Варуха каланӑ: эпир ҫак сӑмахсене патшана каласа кӑтартатпӑрах, тенӗ.
17
Вӗсем Варухран ҫапла ыйтнӑ: кала-ха, эсӗ ҫакна мӗнле ҫыртӑн — хӑй каланинех-и?
18
Варух вӗсене каланӑ: хӑй каланинех, вӑл ҫак сӑмахсене каласа тӑчӗ, эпӗ ҫавна ҫак хут чӗркемӗ ҫине хурапала ҫырса хутӑм, тенӗ.
19
Ун хыҫҫӑн пуҫлӑхсем Варуха каланӑ: эсӗ те, Иеремия та кайса пытанӑр, эсир ӑҫтине никам та ан пӗлтӗр, тенӗ.
20
Вӗсем вара патша патне кермене кайнӑ, хут чӗркемне патша ҫыруҫин Елисамӑн пӳлӗмне хӑварнӑ, вӗсем патшана ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех каласа панӑ.
21
Патша Иегудие хут чӗркемне илсе килме хушса янӑ, Иегудий ҫав хут чӗркемне патша ҫыруҫин Елисамӑн пӳлӗмӗнчен илсе килнӗ; унтан Иегудий ӑна патшана, патша умӗнче тӑракан улпутсене вуласа панӑ.
22
Патша ун чухне, тӑххӑрмӗш уйӑхра, хӗллехи ҫуртра ларнӑ, ун умӗнче вучахра кӑвар ҫуннӑ.
23
Иегудий виҫӗ-тӑватӑ сыпӑк вуласа пӗтерсен, патша ҫавна ҫыру ҫӗҫҫипе каса-каса илнӗ те вучаха пӑрахнӑ, ҫапла хут чӗркемне нимӗн юлмиччен кӑвар ҫине пӑрахса ҫунтарса янӑ.
24
Ҫав сӑмахсене илтнӗ патша та, унӑн тарҫисем те хӑраса ӳкмен, хӑйсен тумтирне туртса ҫурман.
25
Елнафанпа Делаия тата Гемария ҫеҫ патшана хут чӗркемне ан ҫунтар тесе ӳкӗтлесе тӑнӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен.
26
Патша вара патша ывӑлне Иерамеила, Азриил ывӑлне Сераияна тата Авдиил ывӑлне Селемияна Варух ҫыруҫӑпа Иеремия пророка ярса тытма хушнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсене пытарса хӑварнӑ.
27
Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ:
28
урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур;
29
вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн;
30
Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ;
31
Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп. Эпӗ вӗсене ҫакӑн ҫинчен каласа хунӑччӗ, анчах вӗсем итлемерӗҫ.
32
Иеремия ӗнтӗ тепӗр хут чӗркемӗ илсе ӑна Нирия ывӑлне Варух ҫыруҫӑна панӑ та, лешӗ вара Иудея патши Иоаким вут-ҫулӑмра ҫунтарса янӑ хут чӗркемӗнчи Иеремия каласа тӑнӑ сӑмахсене пурне те ҫырса хунӑ; вӗсем ҫумне тата ҫавӑн йышши сӑмах та чылаях хушӑннӑ.
← Chapter 35
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 37
Chapter 38
Chapter 39
Chapter 40
Chapter 41
Chapter 42
Chapter 43
Chapter 44
Chapter 45
Chapter 46
Chapter 47
Chapter 48
Chapter 49
Chapter 50
Chapter 51
Chapter 52
Chapter 37 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36
37
38
39
40
41
42
43
44
45
46
47
48
49
50
51
52